Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.
Пӗлесчӗ, мӗншӗн-ши тӗнче
Паян Кавруҫшӑн уярланнӑ,
Вӗрет ӑш ҫил кӑнтӑр енчен,
Курсам, вӑрман та капӑрланнӑ.
Паян качча вӑл илӗртет,
Сап-сар хӗвелӗ те йӑл кулчӗ,
Ав, кайӑк-кӗшӗк хӗпӗртет.
Таҫта пырсан та кӑмӑл тулчӗ
Уявлӑн уҫӑлнӑ кунпа,
Таҫта ҫитсен те ырӑ вырӑн.
Кавруҫ унта, Кавруҫ кунта:
Ах, туйӑнать ытла халь ыррӑн.
Ҫапах та ватӑ хурама
Паян хавассӑн тайӑлмарӗ,
Леш ӑшӑ үил те урама
Типтерлӗ, тӑрӑшса шӑлмарӗ.
Пӗччен, пӗччен... Ӑсра сӗнсен те
Телей лармасть Кавруҫ ҫумне,
Миҫе хут шухӑшра чӗнсен те
Тухмасть хӗр сӑнӗ ун умне.
Ах, ҫамрӑк канӑҫсӑр чӗре,
Пуҫа эс мӗншӗн тыткӑнлатӑн,
Ӑҫта туртатӑн, хӑш ҫӗре,
Мӗнле ҫул-йӗршӗн таканлатӑн?
Вун саккӑрта кашни ҫын пулнӑ;
Камах ку вӑхӑта пӗлмест.
Ыррипеле чӗре чӑн тулнӑ —
Ӑна кам ӑшшӑн ас илмест?
Пурин те пирӗн пулнӑ хуйӑх,
Юратнӑ хӗр йӑл кулмасан,
Ик-виҫӗ кун тӗл пулмасан,
Кичемлӗн пӑхнӑ ҫамрӑк уйӑх.
Мӗн тумалла паян Кавруҫӑн?
Чӗри ытла та хӗсӗнет.
Хӗре курасшӑн куҫа-куҫӑн,
Анчах ун шанчӑкӗ сӳнет.
Чечек те тунсӑхлать. Пӗлмерӗ,
Ма чун хускалчӗ ҫав тери,
Ма чӗрине ӑс сиплемерӗ —
Ма йӑпатмасть пӗрне пӗри.
Хӗр тавҫӑрмасть-ха, мӗн пӑлхатнӑ
Никам тивмен ун канӑҫне;
Сисмест, мӗскершӗн вӑл ҫухатнӑ
Таса ачалӑх тӑнӑҫне.
Ак вӑхӑт ҫитрӗ те вӑратрӗ
Чечекӗн хӗмлӗ туйӑмне;
Тен, ҫавӑнпа кӳлсе тӑратрӗ
Телей тупма ун ӗмӗтне.
Мӗн сӑлтавпа хӗр пит салхуллӑ,
Чӗри ун мӗншӗн пӑлхануллӑ,
Пит-куҫӗ мӗн пирки шурать?
Сисет йӑлт амӑшӗ, курать.
Сисет пулсан та шарламасть:
Хӗр асапне курса тӑрса,
Ют ҫын чӗлхи ҫине хурса
Чун ырлӑхне вараламасть.
Пӗлет вӑл: ҫыншӑн ӗмӗрте
Килет сасартӑк ҫурхи кун.
Ҫав вӑхӑтра чун хӗпӗртет,
Шавлать ӑшра хӗмленнӗ юн.
Чӗрипеле сисет-мӗн амӑш:
Чечекӗн ӑшӗнче пушар.
Кулать хӑй ӑшӗнче: «Пуҫламӑш...»
Пырса вӑл ларчӗ юнашар.
Аннен пӗр шухӑш: пӗл, сӑна.
Чӗри ялан ачишӗн чирлӗ.
Ак, халӗ те тупмашкӑн кирлӗ
Асӑрхануллӑ, чӑн сӑмах,
Анчах пит йывӑр пуҫлама:
«Чечекӗм, — тет, — кӗрен чечекӗм,
Ман темшӗн ҫаврӑнмасть чӗлхеҫӗм
Сана яр уҫҫӑн калама».
Ыр туйӑмне, тен, вӑл пиллесшӗн? —
Пит ӑшшӑн ачашлать хӗрне,
Ҫемҫен пуплет унпа: пӗлесшӗн
Ҫав шухӑш-туйӑм ҫул-йӗрне.
«Асапланатӑн, — тет, — куратӑп,
Сан чӗрӳнте халь пӑлхану.
Ҫӳлти Турра эп тархаслатӑп —
Кайран ан пултӑр ылхану.
Пурнӑҫу пит кӑткӑс, хӗрӗм,
Тивӗҫлине ӑсра тытар.
Хӑш чух пуҫа тивет йӳҫ сӗрӗм...
Сиплес тесессӗн ан пытар».
Чечек вӑтаннипе хӗрелчӗ —
Пытараймасть чун-вартине.
Ун туйӑмӗ тиха пекехчӗ,
Ватать чарулӑх картине.
«Аннем, ман иртрӗ-ҫке ачалӑх,
Паян вӑл юлчӗ хыҫала.
Халь яшлӑха яр уҫӑ алӑк,
Анчах кӗме хӑрамалла.
Ав, пӗлӗте уҫа-уҫа
Пӑхса манран кулать пек уйӑх...
Аннем, чӗрӳпеле ан шуйӑх:
Эп юрататӑп Кавруҫа».
«Эпир те пулнӑ-ҫке яш-кӗрӗм:
Ыр вӑхӑт, чечеке ларни.
Яш чух чечекленни вал, хӗрӗм —
Этемӗн хакӗ палӑрни.
Ӳсен-тӑран имшер пулсан,
Шӑркаланмасӑр вӑл юлсан,
Нихҫан та тӗшӗ ун пулаймӗ,
Йӑхне вӑл малалла тӑсаймӗ.
Яш чух эпир те чечекленнӗ, —
Мӗн калӑн, пулнӑ хӗр ачах, —
Шутланӑ, шаннӑ, ӗмӗтленнӗ,
Пуҫа усса ларман, анчах
Мӗн пулнӑ хӗршӗн? Пир, йӗке...
Ман чунӑм пулнӑ пуль чарусӑр:
Ялан вӑл вӑрттӑн, чарӑнусӑр,
Чӗвеннӗ ҫутӑ ирӗке.
Чипер, илемлӗ пулнӑ теҫҫӗ
Эп сан пекех ҫап-ҫамрӑк чух.
Хама ырлас ман шухӑш ҫук,
Анчах ҫурхи кунсем килеҫҫӗ,
Ҫурлать чечек ҫав вӑхӑтра.
Сисмесӗрех кӗре эс шӑвӑн, —
Ҫынран килмест-ҫке-ха, мӗн тӑвӑн, —
Кашни кун ҫамрӑкӑн шутра.
Ачаш, ҫемҫе ҫил мӗн таран.
Савать ҫан-ҫурӑма йӑвашшӑн.
Кашни чӗр чун, ӳсен-тӑран
Унпа тӑванлӑ — ҫулӑхасшӑн.
Ах, мӗн пирки ун ӑшӑ хумӗ
Чуна эмел пек тасатать:
Пурнатӑн пек уяв кун умӗн,
Киле савни пек ӑсатать.
Ытла та ҫӑмӑл, ҫутӑ, ирӗк,
Чӗнет ачашшӑн шывӗ, хирӗ,
Ытла та илӗртет вӑрман...
Кама вӑл ӑшшӑн йыхӑрман?
Юратнӑ эпӗ те. Аҫу
Хӗрсемшӗн пулнӑ паллӑ каччӑ.
Пит ӑшшӑн вӑл мана пӑхатчӗ.
Сахал пулман пуль калаҫу, —
Курсассӑн, — пирӗн хушӑра
Сивӗ чухне е ӑшӑра,
Е улӑхра, е ҫул ҫинче...
Пит ырӑ пулнӑ ҫут тӗнче.
Аттем ман пулнӑ питӗ кутӑн,
Аннем юлман унтан пӗр утӑм —
Асап эп курнӑ ҫитӗнсен:
Пӗлмен эп, мансӑрах вӗсем
Качча пама сӑмах хытарнӑ,
Анчах та вӑхӑтне пытарнӑ.
Ҫак ӗҫ пулассине сиссе,
Эп хам вӑй-халӑма виҫсе,
Ыр тусӑм урлӑ питӗ вӑрттӑн
Часах пӗлтертӗм аҫуна.
Чӗрем ман тапрӗ кӑрттӑн-кӑрттӑн,
Ҫунтарчӗ канӑҫсӑр чуна.
Вара аҫу ӗҫе тӑрларӗ:
Мана тӗл пулчӗ вӑрманта,
Сая ямасӑр саманта,
Хам ыйтнипе хама вӑрларӗ.
Телейлӗ вӑхӑт! Вӑл чӗнмесӗр
Хӑш чух пырать-ҫке вашкӑртса.
Ҫитет, иртет вӑл систермесӗр,
Чупать-ҫке, тейӗн, ӑмӑртса.
Эп курнӑ ырлӑх. Астӑватӑп:
Ҫак таранччен вӗл чӗрере.
Ҫук, иксӗлмест, пулам эп ватӑ —
Хӑш чух ларап йӗре-йӗре.
Миҫе ҫул иртрӗ, кам шутланӑ
Илемлӗ, ҫутӑ кунсене?
Мӗн чухлӗ тӑвӑл хӑваланӑ
Ват Атӑл тӑрах хумсене?
Илемлӗ вӑхӑт... Ешӗрсе
Ларать уйра кар шӑтнӑ тырӑ,
Ҫаран ҫинче те ҫӗкленсе
Ӳсет ҫӗн курӑк — йӑвӑ, ырӑ.
Куҫа ҫӗр-ҫӗр тӗс ачашлать,
Тӳпе тӑп-тӑрӑ, сывлӑш тутлӑ,
Ҫан-ҫурӑмра чӗр вӑй ташлать.
Ах, ҫут ҫанталӑк! Вӑл та шутлӑ,
Пулсан та аслӑ ҫут тӗнче:
Хӗвелӗ, пӗлӗчӗ, ӑш ҫиле...
Вилес пулсассӑн та, енчен,
Кӑштах пурнаҫшӑн шанчӑк юлӗ.
Ах, кам чӗри ун чух хускалмӗ,
Кам утмӗ уҫҫӑн юрласа,
Мӗнле яр ирӗкре чун канмӗ,
Сӑмах каламӗ ырласа?
Анчах тӑмасть иккен пӗр евӗр
Ҫак пурнӑҫ урапи, ачам:
Тайлатӑн та ӳкен сисмесӗр,
Анчах ҫын ҫӑласса эс шан.
Телей этемшӗн — шухӑ кайӑк,
Хӑйне вӑл тыттармасть питех.
Ӗмӗтленни этемшӗн лайӑх:
Мӗн шырани тупӑнатех...»